Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Африка чуми каллех Чăваш Ене çитнĕ

Чăваш Енре сыснасен Африка чумине тупса палăртнă. Шăмăршă муниципаллă округĕнче «Исток» агрофирмăн сунар лапамĕнче хир сыснине тытнă. Унăн суллине сунарçăсем тĕрĕслеве ярса панă. Вăл чĕрчун чирлĕ пулнине палăртнă. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хушу кăларчĕ. Унпа килĕшӳллĕн Шăмăршă тăрăхĕнче – карантин. Ку йĕрке ятарлă хушу кăлариччен вăйра пулĕ.

Сыснасен Африка чуми – сикекен хăрушă чир. Унпа килти тата хир сыснисем чирлеççĕ. Амак çаклансан 5-10 кунтан выльăх вилет. Чĕрĕ юлсан та вăл сикекен чиртен хăтăлаймасть. Африка чумин вирусĕ çав тери тӳсĕмлĕ: типĕтсен те, шăнтсан та хăвăрт пĕтмест. Инфекциленнĕ сысна ашĕнче вăл 5-6 уйăх упранма та пултарать. Республикăра тупса палăртнă амака хир сысни çаклатнă пулнă.

АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Шăмăршă тăрăхĕнче ограничительный мероприятисем иртеççĕ. Килте сысна усракансен ветслужбăна пымалла, регистраци тумалла. Вăрмана çӳремелле мар, ăçта хир сыснисем пурăнма пултараççĕ. Пищевой отхолдсене çитермелле мар сыснасене. Çак чир çавăн пек сарăлма пултарать». Шăмăршă тăрăхĕнче паян контрольпе сăнав пункчĕ ĕçлет. Хальлĕхе кунта выльăх-чĕрлĕхе илсе кĕме те, илсе тухма та юрамасть. Çавăн пекех Африка чуминчен асăрханса çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: сыснасене хупăнса тăракан пӳлĕмсенче тытмалла, картишне кăлармасăр çитермелле, ытти выльăхпа пĕрле апатлантармалла мар.



Национальное телевидение Чувашии
13 июля 2023
15:27
Поделиться