Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

«Тивĕçе пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлаççĕ»

Юпа уйăхĕн 9-12-мĕшĕсенче Мускавра, Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче, «Ылтăн кĕркунне - 2019» 21-мĕш агропромышленноç курав-ярмăркки иртрĕ. Унта Канаш районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци улттăмĕш çул хутшăнчĕ. «Ветеринари тĕллевĕсене пурнăçлама тухăçлă эмел тата препаратсем шухăшласа кăларнăшăн, хатĕрленĕшĕн, практикăна кĕртнĕшĕн, эпизоотикăна хирĕçле мероприятисене ăнăçлă ирттернĕшĕн, выльăха ерекен тата ермен чир-чĕртен вăхăтра сипленĕшĕн, ветеринар профессине популяризациленĕшĕн» номинацире Канаш районĕн чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ ылтăн медале тивĕçнĕ.

Станци çулталăка çулленех лайăх кăтартусемпе вĕçлет. Районти выльăх-чĕрлĕх 56 çул ытла ĕнтĕ Çĕпĕр юхан-суран чирĕпе асапланмасть. Туберкулез çинчен манни те 37 çул çитет. Çитĕнÿре ветеринарсен тÿпи пысăк. Районта 18 участок, 3 ветлечебница, 1 ветпункт. 57 çынран тăракан коллективра яваплăха пурте лайăх туяççĕ. Штатра тăракансенчен чылайăшĕн çулĕ самаях пулин те çамрăк специалистсем хаваспах килеççĕ, вăтам ÿсĕме чакарма пулăшаççĕ. Канаш хулинче çитĕннĕ Анна Лукашина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче зоотехник тата ветеринар профессисене харăсах парăнтарма пултарнă. Кăçал пĕрне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Куçăнсăр майпа пĕлÿ пухаканскер çитес çул ветеринар пулса тăрĕ.

Михаил Кошкин пуçлăх Сиккассинчи ветучасток заведующине Елена Сергеевăна тата ăна пулăшакан ветфельдшера Любовь Сергеевăна ырăпа асăнчĕ.

- Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Вăтапуç ял тăрăхĕн территорийĕнче професси кунне палăртрăмăр, - терĕ Михаил Борисович. - Ветучастокăн вутпа хутса ăшăтакан çурчĕ йăшсах çитнĕччĕ. Хамăр тăрăшнипе тата ял тăрăхĕ пулăшнипе икĕ пÿлĕмрен тăракан çĕнĕ те хăтлă вырăнлă пултăмăр. Уявра лайăх ĕçлекенсене хавхалантартăмăр. Елена Сергеева Чăваш Республикин Патшалăх ветслужбин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Елена Александровнăпа Любовь Виссарионовна тивĕçе пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлаççĕ, кăтартусемпе профилактика ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатсах пыраççĕ.

Заведующи килти хуçалăхран сĕт паракан уйрăм çынсемпе, сĕт пуçтаракан усламçăсемпе час-часах тĕл пулни çинчен пĕлтерчĕ. Ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕрен шыв хушакан тĕслĕхсем палăрмаллах чакнă. Ветучасток ĕçченĕсем «Урюм» ЯХПК, Сиккасси тата Шелттем ял тăрăхĕсенче пурăнакансен выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн яваплă. Кооперативра тата 7 ялта сăвакан ĕне шучĕ çителĕклех. Сиккасинче çеç 85. Илья Кочановăн - 12, Василий Мокшинăн тата чылайăшĕн виçшер е икшер. Яманкассинчи Алена Арсентьевăн та виççĕ. Çав кун сирĕн яла пыратпăр тесен çынсем палăртнă вырăна выльăхĕсене илсе тухаççĕ. Еленăпа Любовь Сергеевасем чĕр чунсем ырă-сывă хĕл каçчăр, ан чирлеччĕр тесе уколсем тăваççĕ. Чирĕ вара пĕрре çеç мар, тĕрлĕрен. Кашни яла çитме, пур выльăха та /анчăк-кушак таврашĕ те шута кĕрет/ прививка тума темиçе кун кирлĕ. Апла пулин те хăйсен тивĕçне çанталăка, ытти йывăрлăха пăхмасăр тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Çĕр çинче професси нумай. Ăшă пÿлĕмре кун кунламалли те чылай. Анчах Елена Александровна вĕсенчен пĕрне те мар, выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннине суйлани ăнсăртлăх мар иккен.

- Аттепе анне Александр Егоровичпа Таисия Васильевна Алексеевсем иккĕшĕ те ĕмĕрне фермăрах ирттернĕ. Пĕри выльăх пăхнă, тепри ĕне сунă, - терĕ Елена Сергеева. - Икĕ хĕрпе виçĕ ывăл ÿсрĕмĕр. Эпĕ пичче хыççăн - иккĕмĕш. Ачашланса ларма вăхăт пулман пирĕн. Çитĕнсе пынăçемĕн черетпе фермăна каяттăмăр. Вăй çитнĕ таран пурнăçламалли ĕç тупăнсах тăратчĕ. Куллен витене çÿрени, килте те выльăх пăхма хутшăнни витĕм кÿчĕ пулас - вăтам шкул хыççăн тÿрех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кайса кĕтĕм. Диплом илнĕренпе 15-мĕш çул ĕнтĕ ветучасток заведующийĕнче тăрăшатăп. Мăшăрпа 3 ача ÿстеретпĕр. Асли 10-мĕш, вăталăххи 5-мĕш классене çитрĕç, кĕçĕнни ача садне çÿрет. Çитĕннисем килте çук чухне выльăхсене пысăккисем пăхаççĕ. Хăйсен тивĕçне вĕсем те чыслă пурнăçлаççĕ.

Династи эстафети вăхăт çитсен çитĕнекен ăрăва куçасса шанас килет.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.



Хыпар
17 октября 2019
14:02
Поделиться