Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Тĕрĕслемен вăкăрпа пĕтĕлентерме юрамасть

Ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме республикăра XX ĕмĕртех пуçланă. Çак мел пурнăçа йывăррăн кĕрсе пынă.

Сăлтавĕ вăкăр вăрлăхне илме инçете пĕрмай çÿреме тивнипе, вăл тата осеменаторсем çитменнипе çыхăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн наука çĕнтернĕ-çĕнтернех! Искусствăлла меслетпе пĕтĕлентерни выльăха чир-чĕртен хÿтĕлеме, хĕсĕр ĕнесен йышне чакарма май панине пурте ăнланнă. Ку çĕнĕлĕх отрасле хăйне евĕрлĕ «революци» тума пулăшнă — выльăхран продукци XIX ĕмĕртинчен чылай ытларах туса илме тытăннă.

Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсен, патшалăхăн ветеринари учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли 251 пункт. Çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсен — 126, ветучрежденисен — 61, ял администрацийĕсен çумĕнче — 33, хресчен-фермер хуçалăхĕсен — 31.

Кăçалхи çичĕ уйăхра икĕ тĕрлĕ мелпе — 36300, ку шутра искусствăлла меслетпе 33749 ĕнене пĕтĕлентернĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче иккĕшĕпе — 23071, вăл шутра искусствăлла меслетпе 21463 ĕнене чуптарнă. Ветстанцисенче 2989 ĕнене искусствăлла мелпе кăна пĕтĕлентернĕ. Ял тăрăхĕсен çумĕнчи пунктсенче çав мелпех 6698-шне чуптарнă. ХФХсенче — 3542, ку йышран 2599 ĕнене — искусствăлла меслетпе.

Вĕсене ĕлĕк-авалхи йĕркепе пĕтĕлентерме саккун кăларса чарман.

— Çапах та сывă вăкăрпа кăна усă курмалла, — терĕ республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. — Бруцеллезпа, туберкулезпа, лептоспирозпа, инфекциллĕ ринотрахеитпа, лейкозпа, трихомонозпа, кампилобактериозпа, вируслă диарейăпа, псевдомонозпа, ытти амакпа ан чирлеччĕр. Вĕсенчен сыхланмасан пĕр вăкăр пĕтĕм ял ĕнисене кĕске хушăра чир ертме пултарать. Ун пек ан пултăр тесен сывлăхне ветспециалистсене çулталăкра икĕ хут тĕрĕслеттермелле. Вăкăртан анализ илсе организмне тĕпчемен тĕк пĕтĕлентерме юрамасть. Ăна тĕрĕслеттерессишĕн вăкăр хуçисем яваплă. Кил хуçалăхĕсенче ĕне тытакансен икĕ меслетрен пĕрне суйласа илмелле. Юлашки çулсенче ытларахăшĕ искусствăлла майпа пĕтĕлентерет. Эпĕ те шанчăклăрах мелпе усă курма сĕнетĕп.



07 октября 2019
07:44
Поделиться